Ӳсӗр водитель Урнин чирӗнчен асӑрханӑр яланах хӑрушӑ

Район территорийӗнче ирттернӗ асар- хаттару е оперативлӑ мероприятисем ҫул ҫинче ӳсӗр водительсем сахал маррине кӑтартса параҫҫӗ.

ӳсӗр водительсене айӑпӗпе пулнӑ инкек- сенче кӑҫал 4 ҫын вилнӗ, 12 ҫын суранланнӑ.

ӳсӗр водительсене тупса палӑртассипе ирттернӗ асӑрхаггару . мероприятийӗсем вӑхӑтӗнче кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра 88 водителе (пӗлтӗр ҫак тапхӑрта - 75 водителе) админи- стративпӑ явап тыттарнӑ. Вӗсем руль умӗнче ӳсӗр пулнӑ е медицина тӗрӗслевне туса ирт- терессинчен пӑрӑннӑ.

РФ Административлӑ право йӗркине пӑс- нисен кодексӗн 12.8 (ӳсӗрле ҫула тухни) тэта 12.26 (медицина тӗрӗслевне тума килӗшмен- ни) статйисенче ҫырса панӑ йӗркене тепӗр хут пӑснӑшӑн вара Уголовлӑ кодексӑн 264.1 статйипе угаловлӑ ӗҫ пуҫараҫҫӗ.

Хапьхи вӑхӑтра ӳсӗрпе ҫула тухнӑ водите­ле ҫулталӑк ҫурӑран пуҫласа 2 ҫул таранччен транспорт хатӗрӗпе ҫӳрес правӑран хӑта- раҫҫӗ, кунсӑр пуҫне кун пек водителе 30 пин тенкӗ штраф кӗтет. Кун хыҫҫӑн та ҫак майпах йӗркене тепӗр хут пӑснисен водитель прави­ле 3 ҫуллӑх сывпуллашма тивет, штрафӗ те пысӑкрах - 50 пин тенкӗ.

Водитель ӳсӗрри юнашаррисен пурнӑҫне хӑрушлӑх умне кӑларса тӑратать. Ҫавӑнпа та кашни ҫыннӑн хӑйӗн юлташӗсене, тӑванӗсене кун пирки асӑрхаттарса тӑни те ытлашши мар.

Ҫул-йӗр хӑрушсӑрпӑх инспекцийӗн районти уйрӑмӗ.

Кӑҫал пирӗн район территорийӗнче урнин чирне иккӗмӗш хут тупса папӑртнӑ. Пӗр- ремӗш хутӗнче урнин чирӗпе йытӑ чирпенӗ тӗслӗх Москакасси ял тӑрӑхӗн территорий- ӗнче пулнӑччӗ. Нумаях пулй1асть вара урнин чирӗпе чирленӗ тилӗне Муркаш ял тӑрӑхӗн территорийӗнче тупса палӑртма май килчӗ. Ҫавна май выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен районти станци районта пурӑнакансене тискер тата хуҫасӑр чӗр чунсемпе уйрӑмах асӑрхануллӑ та тимлӗ пулма ыйтать. Кун пек чӗр чун ҫынна ҫыртрӗ пулсан вара пӗр тӑхта- са тӑмасӑр больницӑна каяс пулать.

Урнин чирӗ ҫынна та, килти выльӑх-чӗр- лӗхе те ерме пултаракан уйрӑмах хӑрушӑ чир пулса тӑрать. Инфекцие саракансем шутӗнче тилӗсем, кашкӑрсем, енот йыттисем, шакалсем, йытӑсем, кушаксем пупма пулта- раҫҫӗ. Ҫынна чир чирлӗ чӗр чун ҫыртнине пула унӑн сӗлехи суранланнӑ вырӑна лекни- пе ерет. Вӑхӑтра сипленмесен, чирлӗ чӗр чун та, ҫын та вилет.

Организма вирус лекнӗ хыҫҫӑн тепӗр те- миҫе кунтан чӗр чунӑн температури ӳсет, кӑмӑл-туйӑмӗ сӳрӗкленет, аппетичӗ пӗ- тет. Ҫыртнӑ вырӑнта ӳт сисӗмлӗрех пулни палӑрать, мышцӑсем туртӑнкалаҫҫӗ.

Кайран пӗр эрне хушши чирлӗ чӗр чун хӑй- не пӑлханчӑк тытать, ҫутӑран, сас-чӗврен хӑрать. Шапкӑм ҫапнисем пулаҫҫӗ. Темпера­тура тэтах ӳсет. Чӗр чун пытанать, тёттӗм кӗ- тесе кӗрсе выртать. Каярахпа вӑл апат ҫӑтай- ми, шыв ӗҫейми пулать. Сӗлехе нумай юхать.

Чир вӑтамран 2 уйӑха пырать, хӑш чухне 2 эрнене анчах. Уйрӑм тӗслӗхсенче, чир питӗ хӑвӑрт аталаннӑ чухне, чирленӗ чӗр чун 2 - 4 кунтанах вилни те пулма пултарать. Ан

манӑр, шӑпах чирӗн иккӗмӗш тапхӑрӗ чухне чирлӗ чӗр чун ҫынсем патне тухма пуҫлать.

Урнин чирне ялта тупса палӑртсан, унта карантин туса хураҫҫӗ. Чупса ҫӳрекен хуҫасӑр йытӑсене пӗтерме тивӗҫ. Ҫынна ҫыртнӑ чӗр чуна 10 кунлӑха карантина выр- наҫтараҫҫӗ, 30 кун хушши ветерйнари енӗпе сӑнаса тӑраҫҫӗ. Енчен те йытӑн хуҫи пур пул- сан, йытта читлӗхе е вольера хупма тивӗҫ, ҫынсемпе е ытти чӗр чунпа хутшӑнтармал- ла мар. Карантин тапхӑрне вӗҫлесси пирки ветеринар йышӑну тӑвать. Ан манӑр, урнин чирӗпе чирлеме пултарнӑ йытӑна сӑнчӑрпа та уҫӑлтарма кӑларма юрамасть. Ҫакӑ ка­рантин нормисене пӑснин шутне кӗрет, ҫын- сен сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать.

Урнин чирӗнчен сиплеме май ҫук, профи­лактика мелӗсене кӑна пӑхӑнма тивет. Килти йытӑсемпе кушаксене урнин чирӗнчен вак- цинаци тӑвасси - обязатепьнӑй йӗрке. Рай­онти. ветеринари службин специалисчӗсем ӑна тӳлевсӗрех тӑваҫҫӗ. Кӑҫал кӑна районта урнин чирӗнчен 40 пуҫ лашана, 8 пин ытла пуҫ сурӑх-качакана, 11,5 пин пуҫа яхӑн мӑй- ракаллӑ шултра выльӑха, 5 пин ытла куша­ка тата 5 пине яхӑн йытӑна вакцинациленӗ. Вӑрман тӑрӑхӗсенче тискер чӗр чунсем вал- ли урнин чирӗнчен 900 доза вакцина хурса панӑ. 60 ытла тилӗ персе тытса Ҫӗрпӳри ве- теринарипе санитари утилизацийӗн заводне ӑсатнӑ.

Ял ҫыннисене хӑрушӑ чиртен сыхланма ыйтатпӑр.

Л. БОЯРИНОВА, выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен районти станци пуҫлӑхӗн ҫумӗ.



24 ноября 2020
15:22
Поделиться