Типе урнин Поликлиника чирӗпе чирленӗ сӑн-сӑпачӗ улшӑнать
|
ОкТябрӗн 12-мӗшӗнче Муркаш ял тӑрӑхӗнчи Ҫур- латри ялӗнче карантин та- пхӑрӗ туса хума тивнӗ. Мӗн- шӗн тесен кунта тытнӑ тилӗ урнин чирӗпе чирлени паллӑ пулнӑ. Унччен маларах вара чирлӗ тискер чӗр чунсем тупса палӑртнипе карантин чикӗлевӗсене Пӑрачкав рай- онӗн территорийӗнЧе тума тивнӗ. Районти выльӑх чирӗсем- пе кӗрешекен станцирен пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ла- ру-тӑру тилӗсен шучӗ ӳссе кайнипе ҫыхӑннӑ. Ытла- рах чухне вара шӑпах ӗнтӗ вӗсем урнин чирне сара- кансем пулса тӑраҫҫӗ. Урнин чирӗ ҫын сывлӑхӗшӗн те пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. |
|
Урнин чирне сарӑлма па- рас мар тесе ветеринари службин специалисчёсем асӑннӑ ял территорийёнче законодательствӑпа пӑхнӑ мероприятисем туса иртте- реҫҫӗ. Чир хӑрушлӑхӗ тэта ӑна асӑрхаттарасси пирки ял ҫыннисемпе калаҫусем ирттернӗ. Ҫавӑн пекех асӑн- нӑ чирпе чирлеме пултара- кан чӗр чунсене вакцинаци тӑвассине йӗркеленӗ. |
Асра тытмалла. Карантин вӑхӑтӗнче чир тупса палӑрт- нӑ ялтан выльӑх-чӗрлӗхе, ытти чӗр чуна урӑх ҫӗре илсе тухма, вӗсемпе сутӑ тума юрамасть. Ҫынсене чиртен упрамалли пӗртен-пӗр мел вара чирлӗ е чирлӗ пулма пултаракан чӗр чун ҫыртнӑ ҫынна урнинчен прививка туни пулса тӑрать.